И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен

И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Етĕрнери 3- мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 5 - мĕш класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ: Иванова Н.Г.) И.Я. Яковлев çинчен хатĕрленĕ кĕнекесен выставкине пăхрĕç, чăваш халăх культурипе , кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. «И. Я. Яковлев- аслă вĕрентекен» ятлă калаçу ирттерчĕç. Калаçу вĕçĕнче ачасем: «И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр пулнă. Çавăнпа та вăл чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, вĕсене вĕрентесшĕн , çутта кăларасшăн пулнă, тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.