Тӑван чӗлхе вӑл халӑхӑн сӑваплӑ та чи таса, чи хаклӑ пурлӑхӗ. Тӑван чӗлхе – тӗнче ӑс-хакӑлӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗш кунӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявласси йӑлана кӗнӗ. Ҫакна шута илсе 5 „в“ класра (кл.руководителĕ: Иванова Н.Г.) «Мухтанатӑп эпӗ хамӑн чӗлхемпе» ятпа класс сехечӗ иртрӗ. Класри пӗтӗм ачашӑн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхи. Ҫак йышах тутар, пушкӑрт, казах, узбек тата ытти чӗлхе те кӗрет. Вӗсем пӗтӗмпе хӗрӗх. Тӗрӗк чӗлхисем пӗр-пӗрне питӗ ҫывӑх. Кашни халӑх хӑйӗн тӑван чӗлхине юратать. Эпир те, чӑвашсем, хамӑрӑн тӑван чӗлхене упрама тӑрӑшатпӑр. Шел пулин те, ачасем юлашки вӑхӑтра вырӑсланма пуҫлани курӑнать. Ҫакна ачасем хӑйсем те йышӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасем Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, чӑваш чӗлхи ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсемпе те паллашрӗҫ.
Класс сехечӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Вӗренекенсем малашне тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме сӑмах пачӗҫ.