Етěрнери 3-мěш шкулта уçǎ уроксем иртрěç

Чǎваш чěлхи  эрни кунěсенче вěрентекенсем ИКТпа усǎ курса уçǎ уроксем те ирттереççě. Паян, ака уйǎхěн 28-мěшěнче Етěрнери 3-мěш шкулта 3б класра «Çуркунне» темǎпа  урок иртрě. Ачасем урокра çуркунне пирěн пата вěçсе килекен кайǎксене те, çанталǎк çинчен те, ǎшǎ вǎхǎтра мěнле çи-пуç тǎхǎнни çинчен те аса илчěç. Ачасем урокра тǎрǎшсах ěçлерěç, лайǎх паллǎсем илме тǎрǎшрěç. Урок вěçěнче  «Çуркунне» юрра та аса илчěç.