«Эп пěлетěп чǎвашла»

Паян, ака уйǎхěн 26-мěшěнче, 4в класра «Эп пěлетěп чǎвашла» вǎйǎ иртрě. Ку вǎйǎра ачасем чǎвашла епле пěлнине тěрěслерěç, И.Я.Яковлев пунǎçě, ěçě-хěлě  çинчен ыйтусем çине хуравларěç. Вǎйǎ вěçěнче чǎвашла юрǎсем шǎрантарчǎç.